Чӑваш çӗр-шывӗ – «çӗр пин тӗрӗ çӗр-шывӗ»

     Чӳк уйӑхӗн 26-мӗшӗнче — Чӑваш тӗрри кунӗ. Ҫак уява халалласа Вӑрнарти 2-мӗш шкулта 6 - мӗш «г» класра вӗрекенсемпе «Чӑваш тӗрри илемлӗ те илӗртӳллӗ» класс сехечӗ иртрӗ. Дмитриева В.Т. вӗренекенсене презентаци тӑрӑх чӑваш тӗррин уйрӑмлӑхӗсемпе, хӑйне евĕрлĕхӗпе паллаштарчӗ.

    Тӗрӗ – халӑхӑн чӑн-чӑн пуянлӑхӗ. Вӑл тӗнче культурин эткерлӗхӗн пӗр пайӗ шутланать. Тӗрӗ тӑван халӑхӑмӑрӑн чунне, унӑн шалта пытаннӑ кӑмӑлне, тӗнче курӑмне уҫса парать.

    Ачасем чӑваш тӗррин илемӗпе киленчӗҫ, хӑйсен те тӗрлеме вӗренес кӑмӑл пуррине пӗлтерчӗҫ.


Источник: Дмитриева В.Т.