Ҫемье – кил ӑшши. 2024 ҫул
Раҫҫейре – Ҫемье ҫулталӑкӗ. Ҫывăх
тăвансене хисеплеме, ăнланма, юратма хăнăхтарас тӗллевпе 6 - мӗш «Г»
класра «Манӑн ҫемье» темӑпа урок иртрӗ. Ачасем патне хӑнана Хӗвелпи килчӗ. Хӗвелпи хӑйӗн ҫемьи ҫинчен
каласа пачӗ. Ачасем те ҫемйисепе паллаштарчӗҫ, «Манӑн ҫемье» текст йӗркелерӗҫ. Вĕсем
«Туслӑ ҫемье» притча пӑхрӗҫ, «Кам
тимлĕрех?» вăйă ачасене питӗ килӗшрӗ. Ваттисен сӑмахӗсене те аса
илчӗҫ: «Аçу-аннÿне хисепле, хăвнах ырă пулĕ. Атте-аннерен хакли ҫук никам та
тĕнчере. Атте-анне ятне ярас мар».
Ачасем телейлӗ ҫемьере ӑнлану, килӗшӳ, пулӑшу, лӑпкӑлӑх, киленӳ хуҫаланать тесе пӗтӗмлетсе хӑварчӗҫ.