Шкул ачисен пултарулăхне тупса палăртас, чăваш
чĕлхин пĕлтерĕшне, сумĕпе хисепне ÿстерес, тӑван ҫынсене, атте – аннене
хисеплеме, юратма, вӗсене пулӑшма вӗрентес тĕллевпе ака уйăхĕн 26–мĕшĕнче пирӗн шкулта «Манӑн ҫемье – манӑн тӗрек» темăпа
сăвă вулакансен конкурсĕ иртрĕ. Сăвă вулама 1-6-мĕш классенче вĕренкенсем кăмăл
турĕç. Ачасем пӗринчен тепри маттур та ӑста. Сăвăсене чун туйăмĕпе илемлĕ
вуласа парса куракансен чун-чĕрине тыткăнларĕç. Конкурса хутшӑнакансем пурте
хисеп хучӗсем тата парнесем илме тивӗҫлӗ пулчӗҫ. Ачасем питӗ маттур!
Ачасене конкурса хутшӑнма хатӗрленӗшӗн
вӗрентекенсене тав сӑмахӗ калатпӑр. Малашне те тӑван чӗлхене юратса вӗренер.