Çут çанталăка упрасси – кашни çыннăн
тивĕçĕ. Çĕр çинче çут çанталăк пĕтсен пурнăç та пĕтет. Вăрмансене касса пĕтерни,
çÿп-çап куписем ÿссе пыни – пысăк хăрушлăх палли. Этемлĕх пуласлăхĕ çут çанталăкпа
тачă çыхăнса тăрать. Унăн хăйĕн йĕрки, çирĕп саккунĕсем пур. Вĕсене пирĕн пăхăнса
пурăнмалла.
Вăрнарти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан
2-мĕш вăтам шкулта чăваш чĕлхипе литература эрни малалла пырать. Ака уйăхĕн
25-мĕшĕнче «Пурăн, çут çанталăк!» ÿкерчĕксен конкурсĕ иртрĕ. Ку конкурса 1-6-мĕш
класра вĕренекенсем хастар хутшăнчĕç. Çак мероприятии вăхăтĕнче кашни ача хăйĕн
пултарулăхне, ăсталăхне кăтартма пултарчĕ. Хавхаланса ÿкернĕ ĕçĕсемпе
пĕр-пĕрне паллаштарчĕç, ĕçĕсемпе кăмăллă пулчĕç. Жюри членĕсем никама та кÿрентермен, пурне те парнепе хавхалантарма йышăннă.