Кашни халăх чӗлхи - турӑ панӑ пуянлӑх.
Пирĕн тӑван чӗлхе - чăваш чĕлхи. Ӑна упрасси - пирĕн тивӗҫ. Ҫак куна халалласа
7-мĕш классем хушшинче «Тавçăруллă вĕренекнсем» викторина иртрӗ. Ыйтӑвӗсем тӗрлӗ темӑпа пулчӗҫ: «Чӑваш Республикин картти
тӑрӑх ҫулҫӳреве кайни», «Чӑваш халӑх историйӗ, йӑли-йӗрки»,
«Чӑваш Республикинчи ӳсен-тӑрансем, чӗр чунсем», «Чӑвашсен апат-ҫимӗҫӗ»,
«Чӑваш Республикинчи паллӑ ҫынсем». Ачасем интересленсех
ыйтусене хуравларӗҫ, йывӑрлӑх сиксе тухсан та алӑ усмарӗҫ. Кашни класран
чи маттуррисене палӑртрӑмӑр.
Вӗренекенсем хӑйсен шухӑш-кӑмӑлне, туйӑмне, пултарулӑхне кăтартрĕç.