Паян, ака уйăхĕн 22-мĕшĕнче
чăваш чĕлхипе литератури эрнине уçрăмăр. «Чĕлхе хăйне
туса хунă халăхпа çеç вилет. Çавăнпа халăха тăван чĕлхене манма хушни çав
халăха манма хушнипе пĕрех»,- тенĕ чăваш халăхне çутта
кăлараканĕ И.Я.Яковлев.
Ачасем хушшинче «Чăвашсен Аслă патриархĕ
Иван Яковлевич Яковлев» ятпа викторина вăйă ирттертĕмĕр. Ку вăйăн тĕллевĕсем —
ачасене И.Я.Яковлев кун-çулĕпе, ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарасси, вăл чăваш халăхĕшĕн
чăн-чăн улăп пулнине ăнланса илме пулăшасси, ачасен ăславлă шухăшлавне, чĕлхе
туйăмне аталантарасси, тимлĕ пулма вĕрентесси. И.Я.Яковлевăн кун-çулне,
ĕçĕ-хĕлне пăхса тухрăмăр. Уйрăмах ачасене тĕрлĕ йышши пуçватмăшсемпе ребуссем
килĕшрĕç. Вĕсен тупсăмĕсене хăвăртрах шыраса тупас тесе ачасем тăрăшса ĕçлерĕç.
Ушкăнпа ĕçлесе хăйсен тавра-курăмне анлăлатрĕç.