Пĕтĕм тĕнчери тӑван чĕлхе кунĕ

Пĕтĕм тĕнчери тӑван чĕлхе кунĕ

      Нарӑс уйӑхӗн 21-мӗшӗ – Пӗтӗм тӗнчери тӑван чӗлхе кунĕ. Ҫак куна 1999 ҫулхи чӳк уйӑхӗнче ЮНЕСКОн Генеральнӑй конференцийӗн 30-мӗш сессийӗнче палӑртма йышӑннӑ, чӗлхесен тата культурӑсен пуянлӑхне упраса хӑварас тата аталантарас тĕллевпе 2000-мĕш ҫултан уявлаҫҫĕ.

   Ҫӗр ҫинче пурӑнакан пур халӑхӑн та хӑйӗн чӗлхи пур. Тӑван чӗлхе урлӑ эпир хамӑрӑн культурӑна вӗренетпӗр, йӑла-йӗркесене тишкерсе ӑнланатпӑр. «Тӑван чӗлхесӗр чӑн-чӑн пӗлӳ ҫук», – тесе каланӑ чӑваш халӑхне ҫутта кӑларакан И. Я. Яковлев

   Пирӗн шкулта ҫак куна халалласа 6-мӗш классем хушшинче «Тӑван чӗлхе – чӑваш чӗлхи» викторина иртрӗ. Ачасем тупмалли юмахсем  ҫине хуравсем шырарӗҫ, ваттисен сӑмахӗсене вӗҫлерӗҫ, тӑван чӗлхе ҫинчен калакан сӑвӑсене вуларӗҫ,  грамматика вӑййисене вылярӗҫ.

   5-мӗш класра вӗрекнесем «Нарӑс уйӑхӗн 21-мӗшӗ – Пӗтӗм тӗнчери тӑван чӗлхе кунĕ» презентаципе паллашрӗҫ. 

  Тӑван чӗлхене упрасси, сыхласа хӑварасси, ӑна малалла аталантарасси – кашни ҫыннӑн тивӗҫӗ», - тесе пĕтĕмлетрĕç ачасем.

        Тӑван чӗлхепе юратса калаҫар! Тӑван чӗлхене упраса хӑварар!


Источник: Дмитриева В.Т.