"Анне - пирĕн телей" класс сехечĕ

Анне, аннеçĕм, анне! Мĕн тери çепĕç, чуна çывăх та таса căмахсем. Аннесен кунне халалласа 5-7 классенче «Анне – пирĕн телей» класс сехечĕ иртрĕ. Ачасем пурнăçра кашни çыншăн анне чи хаклă, чи çывăх, чи тăван тата юратнă çын пулнине çирĕплетсе хăварчĕç.

Аннесем çинчен каларăшсем пуçтартăмăр, унăн чи лайăх енĕсене каларăмăр. Заняти вĕçĕнче аннесен портречĕсене ÿкерчĕç, ырă сăмахсем çырчĕç. Çавăн пекех видеоматериал пăхрăмăр, сăвăсем вуларăмăр, аннесен чи лайăх енĕсене каласа синквейн турăмăр, ваттисен сăмахĕсене аса илтĕмĕр.
Сывлăхлă, телейлĕ пулăр,
Чун юратнă aннесем!
Яланах хаваслă кулă
Савăнтартăр çынсене.

Источник: Ильина О.В.

Фотогалерея