Тӗрлеме вӗренетпӗр

Тӗрлеме вӗренетпӗр

     Хальхи вӑхӑтра нумай ҫын вӗт шӑрҫапа тӗрлеме юратать. Вӑрнарти пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан 2 - мӗш вӑтам шкулта ӗҫлекен Ольга Николаевна Косарева та вӗт шӑрҫапа тӗрлеме кӑмӑллать. Унӑн ӗҫӗсене час-часах куравсенче курма пулать.

     Хальхинче, Ольга Николаевна ӗҫтешӗсене хӑйӗн пултарулӑхӗпе паллаштарчӗ. Вӑл   вӗт шӑрҫапа тӗрлессин вӑрттӑнлӑхӗсене уҫса пачӗ, ӳкерчӗксене вулама вӗрентрӗ. Вӗрентекенсем чӑваш эрешне тӗрлерӗҫ.

   «Илемлӗ чӑваш тӗрри, тӗрлеме пӗлсен кӑна»,- пӗтӗмлетсе  хӑварчӗҫ вӗрентекенсем.

 

Источник: Дмитриева В.Т.