Чăвашра вăрман та
чăвашла кашлать,
Шăпчăк та юрлать кунта, ав, чăвашла,
Пин чĕлхеллĕ халăх хушшинче
Калаçса çÿретĕп эпĕ – чăвашла.
Л. Мартьянова
Вăрнарти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан 2-мĕш вӑтам шкулта "Чăвашлăха
упрасчĕ малашне те» сăвă вулакансен конкурсĕ иртрĕ. Конкурс тĕллевĕ: тăван
чĕлхене юратса вĕренме хавхалантарасси, чĕлхе илемĕпе пуянлăхне туйма, пĕлÿлĕхе
ÿстерме пулăшасси.
Ачасем юратнă поэтсен сăввисене илемлĕ
вуларĕç. Ытларах чăваш чĕлхине, тăван кĕтесе, аннене, туслăха, çут çанталăка
халалланă сăвăсем янăрарĕç.
Конкурс Чăваш Республин Гимнĕпе пуçланчĕ, унта
1-6-мĕш классем хутшăнчĕç. Вĕренекенсем чăваш поэчĕсен сăввисене илемлĕ вуларĕç.
Вĕсене сумлă жюри членĕсем хакларĕç: Ольга Ильина, Вероника Дмитриева – шкулти
тăван чĕлхене вӗрентекенсем, Петрова Аня, Семенова Дарья, Смолина София - 8-мĕш
«б» класра вĕренекенсем. Конкурса Ольга Косарева ертсе пычĕ.
Уява ачасем тăрăшса хатĕрленнĕ. Кĕçĕн класра
вĕренекенсемпе вĕрентекенсем питĕ хастар пулчĕç. 1- мĕш «б» класра вĕренекен
Косарев Константин, амăшĕпе çырнă сăвва, питĕ лайăх вуласа пачĕ. 2-мĕш «г»
класра вĕренекен Ангелина Николаева вулани те пурне те килĕшрĕ. Хастаррисем
Хисеп хучĕсене тивĕçрĕç тата пылак парнесем пурне те савăнтарчĕç.
Конкурс чăваш поэчĕсен пултарулăхне тимлĕх
уйăрма, ачасене ытларах вулама хавхалантарма, тăван чĕлхе пуянлăхĕпе илемне
тепĕр хут туйса илме май пачĕ. Ачасене тата вĕсен вĕрентекенĕсене конкурса
хутшăннăшăн тав тăватпăр!