Ака уйăхĕн
28-мĕшĕнче Вăрнарти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан 2-мĕш вăтам шкулта чăваш чĕлхи кунне
тата И.Я.Яковлев çуралнăранпа 175 çитнине халалланă уйăхлăх вĕçленчĕ.
Эрне хушшинче алă ĕçĕсен, ÿкерчĕксен, И.Я.Яковлев пурнăçĕпе пултарулăхĕ
çинчен пичетленнĕ кĕнекесен куравĕсем, «Эпĕ чăвашла калаçатăп» тата
«Пĕтĕм чăваш диктанчĕ-2023» акцисем, сăвă вулакансен конкурсĕ, уçă
уроксем, электронлă презентацисем, çавра сĕтел, концерт иртрĕç.
Чӑваш
чӗлхи эрни пирӗн чӗлхе мӗн тери янӑравлӑ та ҫепӗҫ пулнине кӑтартса пачӗ.
Кăсăклă та пуян иртрĕ уяв. Эпир хамăрăн
тăван чĕлхепе Иванова, Çеçпĕле, Ухсайпа Хусанкая вулама пултарнишĕн телейлĕ.
Хакласа та хисеплесе вĕренĕр чăваш чĕлхине. Вăл - пирĕн малашлăх.