«Янра, чăваш юрри-ташши!» уяв

     Вăрнарти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан 2-мĕш вăтам шкулта чăваш чĕлхи кунне  тата И.Я.Яковлев çуралнăранпа 175 çул  çитнине  халалласа  «Янра, чăваш юрри-ташши!» уява пуçтарăнчĕç. Вероника Дмитриева тата Ольга Косарева  пурне те уяв ячĕпе ặшшặн саламларĕç, ҫитӗнекен ӑрӑва тӑван чӗлхене хисеплемеллине, юратмаллине аса илтерсе хӑварчӗç.

  Малалла 6-мĕш «в» класра вĕренекенсен «Туки-тук» ушкăн пухăннисене чăваш кĕввисемпе  савăнтарчĕ. Ушкăна хатĕрлекенсем: Ольга Николаевна Косарева тата Анастасия Ивановна Крючкова. 4-мĕш «в» классем ташлакан «Линка-линка» пурин кăмăлне те кайрĕ – ертӱçисем Мальвина Георгиевнăпа Зинаида Николаевна. 4-мĕш «а» класра вӗренекен хĕр ачасем «Пирĕн анне»  юрра шăрантарчӗç, вĕрентекенĕ Наталья Анатольевна Ксенофонтова.

 Баянпа калаканĕ те, уява ертсе пыраканĕ те Ольга Косарева пулчĕ.

    Çак кун чăваш юрри-сăвви уççăн янăрарĕ, чăваш ташши кăмăла çĕклерĕ, чăваш тумĕ куçа илĕртрĕ, чуна савăнтарчĕ, пурте чăвашлăха юратнине кăтартрĕç. Куракансем çамрăк артистсене тăвăллăн алă çупса хавхалантарчĕç.

    Тǎван чĕлхе – атте-анне чĕлхи. Ашшĕ-амǎшне хисеплекен çын тǎван чĕлхене те хисеплĕ, нихǎçан та, нимĕнпе те улǎштараймĕ.

     Уява хутшӑнакансене пурне те пысӑк тав.

    

Источник: Дмитриева В.Т.

Фотогалерея