Ака уйăхĕн 25-мĕшĕ -
чăваш халăхĕшĕн чи пысăк уявсенчен пĕри. Иван Яковлевич Яковлев çуралнăранпа
175 çул çитнине халалласа Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав орденлĕ К.В.Иванов ячĕпе
хисепленекен Чăваш патшалăх академи драма театрĕнче çак кун сумлă уяв иртрĕ.
Уява Вăрнарти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан 2-мĕш вăтам шкулта чăваш чĕлхипе
литературине вĕрентекен Вероника Трифоновна Дмитриева тата 10- мĕш класра
ăс пухакан – Кира Яковлева хутшăнчĕç.
Чи малтанах - уява килнисем, Республика Пуçлăхĕн Олег Николаевăн видео саламне йышăнчĕç. Уяв ячĕпе Раççей
Патшалăх Думин депутачĕ Анатолий Аксаков, Шупашкар тата Чăваш митрополичĕ,
Чăваш митрополичĕн пуçлăхĕ
Высокопреосвященнaй Савватий саламларĕç.
И.Я.Яковлевăн мăнук ывăлĕ Владимир
Всеволодович Павлов та инçе çула кĕскетсе уява çитнĕ. Вӑл хӑйӗн мӑн аслашшӗн
пархатарлӑ ӗçӗсем çинчен çӗкленӳллӗн каласа пачӗ.
Тухса калаçакансем Иван Яковлевич Яковлев ячĕ чăваш
халăхĕшĕн яланах хисеплĕ те чыслă пулнине, унăн чапĕ халăхсем хушшинче çултан-çул
анлăрах сарăлса пынине палăртса хăварчĕç. Вӗсем унăн пархатарлá ĕçĕ çинчен
нумай каларĕç.