Ака уйăхĕн 26-мĕшĕнче, «Пĕтĕм чăваш диктанчĕ -2023» акци иртрĕ.
Акцин тĕп тĕллевĕ
– чăваш чĕлхин пĕлтерĕшне, сумĕпе хисепне ӳстересси. Акцие хутшăнса чăвашла пĕлекен кашни çын хăй тĕрĕс çырма
пултарнине тĕрĕслеме пултарать.
Вăрнар
районĕнчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан 2-мĕш вăтам шкул вĕрентекенĕсемпе
вĕренекенĕсем хутшăнчĕç. Диктанта
Юхма Мишши çырнинчен илсе йӗркеленӗ.
Пурне
те ăнăçлă ĕçленĕ ятпа саламлатпăр! Малалла та хастар пуласса шанатпăр!