Чăваш чӗлхине
вĕрентес, аталантарас тата сыхласа хăварас тӗллевпе, çитĕнекен ăрăва чăваш йăли
— йĕркипе, культурипе паллаштарас тесе пирĕн шкулти вĕрентекенсем нумай ĕç туса
ирттереççĕ.
Вăрнарти пĕтĕмĕшле пĕлÿ
паракан 2-мĕш вăтам шкулта чăваш чĕлхи кунне тата И.Я.Яковлев
çуралнăранпа 175 çул çитнине халалланă уйăхлăх пырать. Вĕренекенсемпе шкул ĕçченĕсем «Ламран лама куçать ăсталăх» куравпа паллашрĕç. Чǎваш чунĕ яланах хитре патне туртǎннǎ.
Марина
Ильина хальхи чӑваш хӗрӗн кӗпипе паллаштарчӗ. Людмила Сергеева тĕрленĕ
сăмса тутрисем аякранах курăнчĕç. Ольга Косарева, музыка вӗрентекенӗ, хăйĕн ал
ĕçĕсемпе курава пуянлатрĕ. Вăл тухъя, хушпу,
мӑй ҫыххи, масмак тума питĕ ăста. Ольга Ильина илсе килнĕ хушпу, сурпан, куравра вырăн
тупрĕç. Вероника Дмитриева чӑваш
сувенирӗсемпе курава илем кӗртрӗ.
Кураври экспонатсем
ачасене кăмăла кайрĕç. Вӗсем интереслĕ çеç мар, вĕренӱшĕн те усăллă иртрĕ.
Чăваш чĕлхи
эрнелĕхĕ малалла пырать. Пурне те хастар хутшăнма сĕнетпĕр.