Иван Яковлевич Яковлев чăвашсен илемлĕ литературине
аталанма çул уçса парас тесе ырми-канми ĕçленĕ. Унăн ăса вĕрентекен пĕчĕк
калавĕсене ватти-вĕтти те юратса вулаççĕ. Хайлавсем ачасен кӑмӑл-туйӑмне, илемлӗхне,
пуплеве вӗҫе-вӗҫӗн аталантарма пулӑшаҫҫӗ.
Вăрнарти
пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан 2-мĕш вăтам шкулта чăваш чĕлхи кунне тата
И.Я.Яковлев çуралнăранпа 175 çул çитнине халалланă уйăхлăх малалла пырать. Вӗренекенсем И.Яковлев калавӗсене вуларӗҫ. Вĕсем
тăрăх ӳкерчĕксем турĕç. Ачасем ĕçĕсене
тăрăшса ӱкернĕ, çавăнпа хутшăнакансем пурте Хисеп хучĕсем илме тивĕçлĕ
пулчĕç. Вĕсене ытларах «Уçăлма тухнă шăши çури», «Автан», «Кашкăрпа сурăх
путекки», «Кулачă», «Лаша шырани» калавсем килĕшрĕç.
Вĕренекенсем ăсчахăмăрăн калавĕсем пурте лайăха тата ырра çеç вĕрентнине
палăртрĕç.