Ака уйăхĕн 25-мĕшĕнче «Чăваш тĕнчи» çавра сĕтел
иртрĕ. Чăннипех те, чăваш çĕрне чапа кăларнă, ун аталанăвне тÿпе
хывнă мухтавлă çынсем пирĕн нумай. Чăваш чĕлхи вĕрентекенĕ ачасене
пирĕн пĕчĕк тăрăхăмăртан ăслă-тăнлă, пултаруллă та мухтава тивĕç çынсем
тухнине, вĕсем çĕр-шывшăн усăллă ĕçсем тунине палăртрĕ.
Çавăн пекех «Вăрнар енĕн паллă çыннисем» электрон
презентацийĕпе паллашрĕç. Вĕренекенсем пирĕн район паллă çыравçăсемпе, сумлă
артистсемпе, ăста композитор - музыкантсемпе пуян пулнине пĕлчĕç. Презентаци ачасене чăвашсен паллӑ
ҫыннисен пурнӑҫӗпе пултарулӑхӗ ҫинчен татах та нумайрах пĕлме хавхалантарчĕ,
хутшăнакансем Чăваш Енĕн паллă çыннисем ҫинчен тĕрĕс хуравсем пама
пултарчĕç, хăйсен тавракурăмĕ çÿллĕ шайра пулнине кăтартрĕç. Пурте
кӑмӑллӑ пулчӗҫ. Вĕсемпе
эпир мухтанатпăр. «Пирĕн вĕсенчен тĕслĕх илмелле, тăрăшса вĕренмелле,
пултаруллă пулмалла, çĕршыва юрăхлă ĕçсем тумалла. Лайăх ят мултан та
паха», - тесе вĕçлерĕ сăмахне вĕрентекен.