Туссем калаçнă чух, тăван чĕлхемĕм,
Шур акăш тĕкĕ евĕр эс çемçе.
Санпа ман халăх чапĕ те илемĕ
Çÿрет
çÿлте те çĕр çинче вĕçсе.
Ухсай Яккăвĕ
Кашни халăхăн хăйĕн тăван чĕлхи пур.
Эпир – чăвашсем, чӑвашла калаҫатпӑр. Чăваш чĕлхи пуррипе чăваш халăхĕ пур,
мĕншĕн тесен чĕлхе нацие пĕлтерекен паллăсенчен чи кирли, тĕп палли. Чăваш
чĕлхи чăваш халăхĕн наци пуянлăхĕ пулса тăрать. Чăваш Республикин Аслă Совет
Президиумĕн 1992 çулхи апрелĕн 9-мĕшĕнчи Постановленийĕпе килĕшÿллĕн ака уйăхĕн
25-мĕшĕнче, чӑваш халӑхне ҫутта кăлараканĕ, ҫӗнӗ чӑваш ҫырулӑхне йӗркелекенӗ
Иван Яковлевич Яковлев ҫуралнă кун, эпир Чăваш чĕлхин кунне уявлатпăр. Ҫак ятпа
паян сире пурне те чун-чĕререн саламлатпăр! Пултарулăх ĕçĕсене пурнăçлама çирĕп
сывлăх, ăнăçу тата хавхалану сунатпăр.