Чăваш чĕлхи кунне тата И.Я.Яковлев çуралнăранпа 175 çул çитнине халалланă уйăхлăха уçни.

     2023-мĕш çулхи ака уйăхĕн 10- мĕшĕнче Вăрнарти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан 2-мĕш вăтам шкулта чăваш чĕлхи кунне  тата И.Я.Яковлев çуралнăранпа 175 çитнине халалланă уйăхлăх пуçланчĕ. Вăл ака уйăхĕн 28 – мĕшĕччен тăсăлĕ. Эрнене «Яланах янра, чăваш чĕлхи» литмонтажран пуçларăмăр. Эрне хушшинче алă ĕçĕсен, ÿкерчĕксен,  И.Я.Яковлев пурнăçĕпе пултарулăхĕ çинчен пичетленнĕ кĕнекесен  куравĕсем, «Эпĕ чăвашла калаçатăп» тата «Пĕтĕм чăваш диктанчĕ- 2023»  акцисем, сăвă вулакансен конкурсĕ, уçă уроксем, электронлă презентацисем, çавра сĕтел, концерт ирттерме палăртнă.

Источник: Ильина М.В.