Паян
пĕтĕм тĕнчери тăван чĕлхе кунĕ. Чĕлхе культурăна тата халăх хăй евĕрлĕхне
упраса пыракан тĕп инструмент шутланать. ЮНЕСКО шучĕпе, çĕр чǎмǎрĕ
çинче пĕтĕмпе 6000 тĕрлĕ чĕлхе. 6 пин чĕлхерен çурри çывăх вăхăтра çухалма
пултарать. Çĕр чăмăрĕ çинчи чĕлхесене упраса хăварас тĕллевпе
Тăван чĕлхе кунне йĕркеленĕ.
Пĕтĕм
тĕнчери чĕлхесен кунне паллă тума 1999-мĕш чÿк уйăхĕнче ЮНЕСКО организацийĕн
Аслă конференцийĕнче каласа хăварнă. Пĕрремĕш хут ăна 2000 çулта нарăс уйăхĕн
21-мĕшĕнче паллă тунă. Çак куна ахальтен суйласа илмен иккен. Нарăсăн
21-мĕшĕнче 1952 çулта Бангладешăн тĕп хулинче хăйсен чĕлхине хÿтĕлеме тухнă
студентсене полицейскийсем пеме пуçланă.
Кашни
халăх чĕлхи - турă панă пуянлăх. Вĕсем пурте хăйне майлă çепĕç, ачаш… Чăваш
чĕлхи пуян та илемлĕ, янăравлă та çепĕç, паха та асамлă. Вăл чăваш юрри пек
янăравлă та кĕвĕллĕ, унпа чуна ачашлама е амантма, çĕклеме е ÿкерме,
хавхалантарма пулать.
«Чи
кирлĕ, чи хисеплĕ предмет вăл – тăван чĕлхе. Унта Тăван çĕр-шыв, пурнăç, тăван
халăх, унăн ĕмĕчĕ, телейĕ. Ĕмĕр пурăн Тăван çĕр-шывра, ĕмĕр вĕрен тăрăшса тăван
чĕлхене», - тенĕ чăваш халăхĕн мухтавлă ывăлĕ, паллă академик Г.Н.Волков
Ҫак куна
халалласа 7, 8 классе хушшинче «Тӑван
чӗлхе - чӑваш чӗлхи» викторина иртрӗ. Ачасем «Выляр-ха,
тăван чĕлхене савса», «Ваттисен сăмахĕсене вĕçле», «Алфавита пĕлетĕр-и?»
конкурссенче тата «Кайăксен ятне пĕлетĕр-и?» вăййа хаваспах хутшăнчĕç.
Ыйтӑвӗсем чӗлхепе,
литературӑпа, тӑван ен культурипе ҫыхӑннисем пулчӗҫ. Вĕренекенсем интересленсех
ыйтусене хуравларӗҫ, йывӑрлӑх сиксе тухсан та алӑ усмарӗҫ.
Паян
интереслĕ тĕл пулу пулса иртрĕ. Тăван чĕлхе ĕмĕрех пурăнтăр, ан пĕттĕр.
Хамăр чĕлхене юратса вĕренер, ăна упрар, унпа кăмăлтан калаçар!