Вăрнарти пĕтĕмĕшле пĕлӱ паракан 2-мĕш вӑтам шкулта вĕренекенсем «Эпĕ
тăван чĕлхепе калаçатăп!» акцие хутшăнчĕç. 5-мĕш «А» класра вĕренекен Милена
Иванова хăй çырнă «Вĕрентекен» сăввине вуларĕ, 8-мĕш «А» класра вĕренекен
Ксения Григорьева Николай Ефстафьев çырнă «Пирĕн учитель» сăввипе тыткăнларĕ, 6-мĕш
«А» класра вĕренекен Петр Ильин Любовь
Мартьяновӑн «Чӑвашла» сӑввине , Раиса Сарпин «Тӑван ҫӗршыв» сӑввине 10-мĕш
класра вĕренекен Дмитрий Тимофеев
вуларӗҫ, 3-мĕш «А» классем чăваш юрри
шăрантарчĕç.
Акци нарăс уйăхĕн 13-25-мĕшĕсенче иртет. Акцие
тăван чĕлхепе (чăвашла, тутарла, ирçелле т.ыт.) калаçакан кирек кам та хутшăнма
пултарать: тăван чĕлхепе сăвă каласа е юрă юрласа видеоролик ÿкермелле те
«Контактра» хутшăну тетелĕнчи «Чăваш чĕлхи – чĕкеç чĕлхи» (https://vk.com/club201526545), «Чăваш
наци конгресĕ» (https://vk.com/club73439225)
ушкăнсене е Интернетри ытти хутшăну тетелӗсене (социаллă сетьсене) #эпĕтăванчĕлхепекалаҫатăп, #эпĕчăвашлакалаҫатăп, #монкортанэрзякс, #минтатарчасөйлǝшǝм, #яговорюнародномязыке хештегсемпе
вырнаҫтармалла.
Акцие йĕркелекенсем - Чăваш Республикин вĕренÿ
институчĕ тата Чăваш наци конгресĕ.