Чăваш чĕлхипе литература эрнин пĕтĕмлетĕвĕ.



 Чăваш чĕлхипе литература эрнин пĕтĕмлетĕвĕ.

 

 Чӑваш чӗлхи вӑл — манӑн чун та ӗмӗт,

 Хӗвел те уйӑхӑм — тӑван чӗлхе.

 Пуҫна чӗлхе вилессипе ан ҫӗмӗр,

 Вӑл халӗ кирлӗ халӑха!

 Ухсай Яккӑвӗ

 Кашни халӑхӑн хӑйӗн тӑван чӗлхи пур. Эпир, чӑвашсем, чӑвашла калаҫатпӑр. Мӗн тери илемлӗн, мӗн тери хӑватлӑн, мӗн тери мӑнаҫлӑн янӑрать пирӗн тӑван чӗлхе.Чӑваш чӗлхи пуррипе чӑваш халӑхӗ пур, мӗншӗн тесен чӗлхе нацие пӗлтерекен паллӑсенчен чи кирли. Чӑваш чӗлхи чӑваш халӑхӗн наци пуянлӑхӗ пулса тӑрать. Чӑваш Республикин Аслӑ Совет Президиумӗн 1992-мӗш ҫулхи ака уйӑхӗн 9-мӗшӗнчи Постановленийӗпе килӗшӳллӗн ака уйӑхӗн 25-мӗшӗнче, чӑваш халӑхне ҫутта кӑлараканӗ, ҫӗнӗ чӑваш ҫырулӑхне йӗркелекенӗ Иван Яковлевич Яковлев ҫуралнӑ кун, эпир Чӑваш чӗлхи кунне уявлатпӑр. Чӑвашсен паллӑ ҫыннисем хушшинче И.Яковлев ячӗ чи паллисенчен пӗри. Тӑван халӑха валли ҫырулӑх хывса хӑварнисӗр пуҫне вӑл уҫнӑ Чӗмпӗрти чӑваш шкулӗ вӗрентӳ, литературӑпа культура, искусство ҫыннисене хатӗрленипе те сӑваплӑ. И.Я.Яковлев пулас ӑрӑва тӑван чӗлхене упрама пиллесе каланӑ: «Халӑхӑн ӑс-тӑнӗпе унӑн пӗтӗм тӗнче курӑмне тӑван чӗлхе чун парать. Тӑван чӗлхесӗр чӑн-чӑн пӗлӳ ҫук».

 Ака уйăхĕн 18- мĕшĕнчен пуçласа 26 - мĕшĕччен Вăрнарти пĕтĕмĕшле пӗлӱ паракан 2-мӗш вăтам шкулта чӑваш чӗлхипе литература эрни иртрĕ.

 Тĕллевĕсем: чăваш чĕлхине вĕрентеси, аталантарасси тата сыхласа хăварасси, çитĕнекен ăрăва чăваш йăли-йĕркисемпе, культурипе паллаштарасси. 


Источник: Дмитриева В.Т.