Чăваш чĕлхи эрни вĕçленчĕ.



Чǎваш чěлхи-тǎван чěлхе,

Эс - чи пахи, эс - чун уççи.

Чǎваш чěлхи- тǎван чěлхе,

  пин чěлхерен чи çепěççи.

 

 Чăваш чĕлхи эрнине халалласа ака уйăхĕн 18-мĕшĕнчен пуçласа 26-мĕшĕччен Чăваш Республикипех тĕрлĕ мероприяти иртрĕ.

 Вăрнарти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан иккĕмĕш вăтам шкулта та чăваш чĕлхипе литература эрни тухăçлă, хаваслă иртрĕ. Ҫак кунсенче ачасем шкул библиотекине йышлӑн ҫӱрерӗҫ. Кунта вӗсем «Чăваш ен-тăван кĕтес» кӗнекесен куравӗпе паллашрӗҫ. Кашни вӗренекен тӗрлӗ конкурса, викторинӑна хутшӑнса хӑйсен пултарулӑхне кӑтартрĕ, пӗлӗвне тӗрӗслеме пултарчĕ. Пирĕн патра Е.И.Шариповăпа Н.А.Пăрчăкан хăнара пулчĕç. Елена Ивановна Иван Яковлевич Яковлев ĕçĕ-хĕлĕ çинчен каласа пачĕ. Нина Алексеевна хăйĕн пултарулăхĕпе паллаштарчĕ.

 Кăсăклă та пуян иртрĕ эрне. Эпир хамăрăн тăван чĕлхепе Иванова, Çеçпĕле, Ухсайпа Хусанкая вулама пултарнишĕн телейлĕ. Хакласа та хисеплесе вĕренĕр чăваш чĕлхине. Вăл - пирĕн малашлăх.

 

 


Источник: Ильина М.В.