«Янра, чăваш юрри-ташши!» уяв

«Янра, чăваш юрри-ташши!» уяв



Пирĕн шкулта чăваш чĕлхи эрни малалла пырать. Хальхинче вĕренекенсемпе вĕрентекенсем «Янра, чăваш юрри-ташши!» уява пуçтарăнчēç. Вероника Дмитриева  пурне те уяв ячĕпе ặшшặн саламларĕ, ҫитӗнекен ӑрӑва тӑван чӗлхене хисеплемеллине, юратмаллине аса илтерсе хӑварчӗ.

Малалла 3-мĕш «а» класра вĕренекенсем «Икĕ пĕчĕк сар автан» юрра янраттарчĕç. 3-мĕш «в» классем юрлакан «Кукаçипе кукамай» юрă пурин кăмăлне те кайрĕ. 4-мĕш класра вӗренекен ачасем  илемлӗ чăваш ташшипе савăнтарчӗç.

Чăвашла паян юрлатпăр,

Чăвашла сăвă калатпăр,

Чăвашла тум тăхăнатпăр,

Выляма кĕҫех тухатпăр.

5-мĕш класра вĕренекенсем «Çерем ватса вир акрăм» вăййа чĕнчĕç. 3-мĕш «д» класра вĕренекенсем те хастар пулчĕç. Вĕсем «Эпĕ хам та пукане» тата «Чун чĕререн савăнар» юррисене шăрантарчĕç. Ильин Андрей юрлакан «Сик, иш,чуп» юрă пурин кăмăлне те кайрĕ. Куракансем Краснова Лизăна та хыттăн алă çупса савăнтарчĕç. Вăл «Ак, çапла» юрă юрларĕ. Баянпа калаканĕ те, уява ертсе пыраканĕ те Ольга Николаева пулчĕ.

Çак кун чăваш юрри-сăвви уççăн янăрарĕ, чăваш ташши кăмăла çĕклерĕ, чăваш тумĕ куçа илĕртрĕ, чуна савăнтарчĕ, пурте чăвашлăха юратнине кăтартрĕç. Куракансем çамрăк артистсене тăвăллăн алă çупса хавхалантарчĕç.

Тǎван чĕлхе – атте-анне чĕлхи. Ашшĕ-амǎшне хисеплекен çын тǎван чĕлхене те хисеплĕ, нихǎçан та, нимĕнпе те улǎштараймĕ.

Уява хутшӑнакансене пурне те пысӑк тав.


Источник: Дмитриева В.Т.