«Пĕтĕм чăваш диктанчĕ - 2022» акци

«Пĕтĕм чăваш диктанчĕ - 2022» акци



Ака уйăхĕн 25-мĕшĕнче, Чăваш чĕлхи кунне,  «Пĕтĕм чăваш диктанчĕ -2022» акци иртрĕ.

Акцин тĕп тĕллевĕ – чăваш чĕлхин пĕлтерĕшне, сумĕпе хисепне ӳстересси. Акцие хутшăнса  чăвашла пĕлекен кашни çын хăй тĕрĕс çырма пултарнине тĕрĕслеме пултарать.

Вăрнар районĕнчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан 2-мĕш вăтам шкул вĕрентекенĕсемпе вĕренекенĕсем   хутшăнчĕç. Диктанта Костантин Петров çырнинчен илсе йӗркеленӗ. Ячӗ -  «Уçлăхра – икĕ космонавт».

Пурне те ăнăçлă ĕçленĕ ятпа саламлатпăр! Малалла та хастар пуласса шанатпăр!


Источник: Ильина О.В.