"Чăвашлăха упрасчĕ малашне те» сăвă вулакансен конкурсĕ

"Чăвашлăха упрасчĕ малашне те» сăвă вулакансен конкурсĕ



 Чăвашра вăрман та чăвашла кашлать,

 Шăпчăк та юрлать кунта, ав, чăвашла,

 Пин чĕлхеллĕ халăх хушшинче

 Калаçса çÿретĕп эпĕ – чăвашла.

 Л. Мартьянова

 Вăрнарти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан 2-мĕш вӑтам шкулта "Чăвашлăха упрасчĕ малашне те» сăвă вулакансен конкурсĕ иртрĕ. Конкурс тĕллевĕ: тăван чĕлхене юратса вĕренме хавхалантарасси, чĕлхе илемĕпе пуянлăхне туйма, пĕлÿлĕхе ÿстерме пулăшасси.

 Ачасем юратнă поэтсен сăввисене илемлĕ вуларĕç. Ытларах чăваш чĕлхине, тăван кĕтесе, аннене, туслăха, çут çанталăка халалланă сăвăсем янăрарĕç.

 Конкурс Чăваш Республин Гимнĕпе пуçланчĕ, унта 3-6-мĕш классем хутшăнчĕç. 34 вĕренекен чăваш поэчĕсен сăввисене илемлĕ вуларĕ. Вĕсене сумлă жюри членĕсем хакларĕç: Татьяна Яковлева-библиотекарь, Ольга Ильина, Любовь Егорова, Ольга Николаева – шкулти вӗрентекенсем. Конкурса Вероника Дмитриева ертсе пычĕ.

 Çĕнтерÿçĕсем çаксем пулчĕç: Орлова Дарина - 3-мĕш «б» класс, Максимов Сергей - 4-мĕш «в» класс, Иванова Милена - 4-мĕш «а» класс, Никитина Мария - 5 - мĕш «в» класс, Иванов Андрей - 6 - мĕш «а» класс.

 II- мĕш вырăн илекенсем: Овчинников Дима - 3-мĕш «а» класс, Григорьева Кира - 3-мĕш «а» класс, Самарина Ангелина - 3 - мĕш «в» класс, Юсупова Полина - 4 - мĕш «г» класс, Сюмайкина Вика - 4 - мĕш «в» класс, Ильин Петя - 5 - мĕш «а» класс, Алгашева Вера - 6-мĕш «б» класс, 6-мĕш «в» класра вӗренекенсем: Егорова Полина, Терекова Олеся, Татарова Вика.

 III - мӗш вырăн илекенсем: Кузьмина Яна -3-мĕш «б» класс, Шашков Егор - 3 - мĕш «в» класс, Иванова Екатерина тата Васильева Дея - 4-мĕш «г» класс, 4-мĕш «б» класра вӗренекенсем: Волкова Дария, Забирова Зарина, Лебеденко Софья, Ильин Артем, 4-мӗш «в» класра вӗренекенсем: Волков Виктор, Ильин Андрей, Малуда Рита, Кондратьева Али, Семенов Никита- 5-мĕш «а» класс, Фадеева Милена - 6-мĕш «в» класс, Никитин Артем- 5-мĕш «в» класс, Шувалова Карина - 6-мĕш «а» класс, 5-мӗш «д» классем: Волкова Софья, Семенова Екатерина.

 Конкурс чăваш поэчĕсен пултарулăхне тимлĕх уйăрма, ачасене ытларах вулама хавхалантарма, тăван чĕлхе пуянлăхĕпе илемне тепĕр хут туйса илме май пачĕ. Хастарсене тата вĕсен вĕрентекенĕсене конкурса хутшăннăшăн тав тăватпăр! 


Источник: Дмитриева В.Т.