«Чăваш кĕнекине ĕне çинĕ» лекци-калаçу

«Чăваш кĕнекине ĕне çинĕ»  лекци-калаçу



Чăваш халăхне çутта кăлараканăмăр  И.Я.Яковлев тăван чĕлхе аталанăвĕшĕн, чăваш халăхĕшĕн çав тери пысăк ĕçсем туса хăварнă. Чăваш чĕлхи эрни пынă май 5-7-мĕш классенче «Чăваш кĕнекине ĕне çинĕ»  лекци-калаçу иртрĕ. Вăрнарти краеведени музейĕн директорĕ Шарипова Е. И. ачасене И.Я.Яковлевăн пурнăçĕпе пултарулăхĕ çинчен тĕплĕн каласа пачĕ.

И.Я.Яковлев пулас ăрăва тăван чĕлхене упрама пиллесе каланă: «Халăхăн ăс-тăнĕпе унăн пĕтĕм тĕнче курăмне тăван чĕлхе чун парать. Тăван чĕлхесĕр чăн-чăн пĕлÿ çук». Çак  сăмахсене пирĕн  яланах асра тытмалла тата пурнăçламалла.

Тăван çĕр - шывăн паттăрĕсене ан манăр! Сирĕншĕн вĕсем тĕслĕх пулса тăраççĕ. Вĕсем пек пулма тăрăшăр. Паттăрсен сăнарĕсем çăлтăр пек пирĕн çине çутатса тăраççĕ, халăх историне кĕрсе юлаççĕ.


Источник: Ильина О.В.