«Аваллăха упраса» курав

«Аваллăха упраса» курав



 Чăваш чӗлхине вĕрентес, аталантарас тата сыхласа хăварас тӗллевпе, çитĕнекен ăрăва чăваш йăли — йĕркипе, культурипе паллаштарас тесе пирĕн шкулта вĕрентекенсем нумай ĕç туса ирттереççĕ.

 Ака уйăхĕн 18 — мĕшĕнче шкулта чăваш чĕлхи эрни пуçланчĕ. Эрне хушшинче пирĕн шкулта тĕрлĕ мероприяти иртĕ: викторинăсем, творчество конкурсĕсем, куравсем, уçă уроксем.

 Чăваш чĕлхин пĕрремĕш кунĕнче вĕренекенсемпе шкул ĕçченĕсем «Аваллăха упраса» куравпа паллашрĕç. Кунта тӗрлӗ этнографи материалӗ пулчӗ, ачасене тĕлĕнмелли нумай. Хамӑр тӑрӑхри ӗҫ хатӗрӗсемпе, чӑваш тум-тирӗпе, тӗррипе паллашма май килчӗ. Чǎваш чунĕ яланах хитре патне туртǎннǎ. Çавǎнпа унǎн кил-çуртне тĕрленĕ, йывǎçран касса эрешленĕ тата хǎваран авнǎ япаласем, тǎм савǎт-сапа илемпе хǎтлǎх кÿнĕ.

 Курав валли 3 - мӗш класра вӗренекенсем пуканесем илсе килӗҫ, 5 – мӗш класс хӗр ачисем вӗсем валли тухъясем, мӑй ҫыххисем ӑсталаса килчӗҫ. Чӑваш чӗлхипе литературин вӗрентекенĕсем те аякка юлмарӗҫ. Вероника Дмитриева тӗрленӗ сӑмса тутрисем, чӑваш сувенирӗсемпе курава илем кӗртрӗ. Марина Ильина хальхи чӑваш хӗрӗн кӗпипе паллаштарчӗ. Ольга Николаева, музыка вӗрентекенӗ, хăйĕн ал ĕçĕпе курава пуянлатрĕ. Вăл тухъя, хушпу, масмак тума питĕ ăста. Ольга Николаевна илсе килнĕ çăпата, сурпан, тĕрленĕ ал шăллисем те куравра вырăн тупрĕç. Ĕлĕкхи япаласем асламăшĕн арчинчен пулчĕç.

 Кураври экспонатсем ачасене кăмăла кайрĕç. Курав интереслĕ çеç мар, вĕренӱшĕн те усăллă иртрĕ.

 Чăваш чĕлхи эрнелĕхĕ малалла пырать. Пурне те хастар хутшăнма сĕнетпĕр.


Источник: Дмитриева В.Т.