Пирĕн патра хăнара Нина Алексеевна Пăрчăкан

Пирĕн патра хăнара Нина Алексеевна Пăрчăкан



Паян, ака уйăхĕн 20-мĕшĕнче, «Чăваш Республикин Вăрнар районĕнчи Вăрнарти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан иккĕмĕш вăтам шкул» муниципаллӑ вӗренӳ учрежденийӗнче Нина Алексеевна Пăрчăкан (тулли ячӗ — Нина Алексеевна Семенова) сӑвӑҫпа тӗлпулу иртрӗ. Сăвăçă1955 çулхи чӳк уйăхĕн 27-мĕшĕнче Çĕрпӳ районĕнчи Мăнçут ялĕнче çуралнă. Ялти шкултан вĕренсе тухнă хыççăн Тутарстанри медицина училищинче ятарлă пĕлӳ илнĕ. Чăваш Республикине таврăнсан Шупашкарти «ЗЭИП» заводра фельдшер, унтан Ача-пăча поликлиникинче медсестра пулса ĕçленĕ. Нина Пăрчăкан хаçат-журналта тăтăш пичетленекен автор, аслисем валли те, ачасем валли те çырать.

Шкул ачисем хаклӑ хӑна тараватлӑн кӗтсе илчӗҫ. Сӑвӑҫ хӑйĕн кун-ҫулне уҫса панӑ хушӑра ыйтусем парса унăн ӗҫ-хӗлӗпе, хальхи пурнӑҫӗпе кӑсӑкланчӗҫ. 

 


Источник: Ильина М.В.