«Чăваш çĕрĕн мухтавлă çыннисем» викторина

«Чăваш çĕрĕн мухтавлă çыннисем» викторина



Чăваш чĕлхипе литература пĕлтерĕшне, сумне, ачасен интересне ÿстерес тĕллевпе шкулта «Чăваш çĕрĕн мухтавлă çыннисем» викторина иртрĕ. Унта 6-мĕш классенче вĕренекенсем йышлăн хутшăнчĕç, тĕрлĕ енлĕ ыйтусем çине хуравларĕç.

Шупашкар хули, И.Я. Яковлев, А.Г. Николаев, К.В. Иванов пултарулӑхӗсем çинчен кӑсӑклӑ калаçу иртрĕ.  Вĕренекенсем Чăваш çĕрĕ çинчен сахал  мар пĕлнине, унăн чаплă çыннисемпе мухтаннине кăтартса пачĕç.

Чӑваш чӗлхи эрни малалла тăсăлать. Вăл пуриншӗн те усӑллӑ, тухӑҫлӑ иртессе шанас килет. Ӑнӑҫу сире, хаклӑ ачасем!

Источник: Ильина О.В.