«Чăваш Енĕн паллă çыннисем»

«Чăваш Енĕн паллă çыннисем»



Чăваш чĕлхи кунне тата Чăваш Енĕн паллă çыннисене халалласа  Чăваш Республикин Вĕренӱ институчӗ ака уйăхĕн 20 - мĕшĕнче инçет мелпе олимпиада ирттерчĕ.Олимпиада 15 сехетрен пуçласа 16 сехетчен пычĕ.

Çак олимпиадăра чăваш чĕлхипе литературин вĕрентекенĕсем хутшăнчĕç:Вероника Дмитриева, Ольга Ильина, Марина Ильина. Чăваш чĕлхине вĕрентмеççĕ пулин те, математика вĕрентекенĕсем — Людмила Орлова, Наташа Никитина, Людмила Николаева — хаваспах çак олимпиадăра хăйсен пĕлĕвне тĕрĕслерĕç. Ыйтусем  Чăваш Енĕн мухтавлă çыннисем çинчен пулчĕç. Пурте вĕсем пĕлтерĕшлĕ ĕçсемпе палăрнă, республика аталанăвне пысăк тӱпе хывнă.

Вӗрентекенсене ӑнӑҫу сунатпӑр.

 


Источник: Дмитриева В.Т.