«Чăваш чĕлхин вăрттăнлăхĕсем» викторина



Чӑваш халӑх ҫыравҫи Илпек Микулайӗ ҫапла каланӑ: «Халӑх чӗлхине хисеплени вӑл – тӑван халӑха хисеплени пулать.»

Нарăс уйăхĕн  24-мĕшĕнче  ачасене тăван халăхăн йăли-йĕркине, чăваш чĕлхин илемне, çепĕçлĕхне туйма вĕрентес тĕллевпе 6 в-мĕш класра  «Чăваш чĕлхин вăрттăнлăхĕсем»  викторина иртрĕ. Унта чăваш чĕлхипе литературине, тăван ен культурине  лайăх пĕлекенсем тупăшрĕç.  Кашни вĕренекен хурав пама тăрăшрĕ, хаваслă та интереслĕ иртрĕ.

Халӑх ӑс-хакӑлӗн пуянлӑхӗпе вӗрентĕвне пӑрахӑҫа кӑларас марччӗ. Асатте-асаннесен чипер тӗслӗх вырӑнӗнчи паха йӑли-йӗркине, ырӑ кӑмӑллӑ пуян чун-чӗрине, саваплӑ туртӑмла пехил-халалне асра тытасчӗ. Ҫак еткерлӗхе ӗмӗр тӑршшӗпе ҫӗклесе пырасчӗ. Чӗлхе пур пулсан эпир те яланах пур. 


Источник: Ильина О.В.