Нарӑсӑн 21-мӗшӗ – Тӑван чӗлхе кунӗ

Нарӑсӑн 21-мӗшӗ – Тӑван чӗлхе кунӗ



Нарӑсӑн 21-мӗшӗнче, пӗтӗм тӗнче тӑван чӗлхе кунне паллӑ тӑвать. Ку уява ЮНЕСКО 1999 ҫулта иртнӗ 30-мӗш Генераллӑ канашлӑва пӗтӗмлетнӗ май ҫирӗплетнӗ, 2000 ҫулхи нарӑсӑн 21-мӗшӗнче вара пӗрремӗш хут уявланӑ. Уява чӗлхесен тата культурӑсен нумайенлӗхне упраса хӑвармашкӑн йӗркеленӗ.

8 – мĕш «Г» класра çак уява халалласа «Тӑван чӗлхе – анне чӗлхи» ятлă урок иртрӗ. Ачасем «Нарӑсӑн 21-мӗшӗ - Тӑван чӗлхе кунĕ» презентаципе паллашрӗç, çак уявăн историне аса илчӗç.

«Тӑван чӗлхе — халăхăн аваллăхӗ, тӑван чӗлхе — халăхăн сумлă та телейлӗ малашлăхӗ» - тенӗ Г. Н. Волков ӑсчах.

«Тăван чĕлхе ĕмĕрех пурăнтăр, ан пĕттĕр. Хамăр чĕлхене юратса вĕренер, ăна упрар, унпа кăмăлтан калаçар!» тесе пĕтĕмлетсе хăварчĕç.


Источник: Дмитриева В.Т.