Чăвашлăха упрасчĕ малашне те.

Пирӗн шкулта  чӑваш чӗлхипе литература эрни малалла пырать. 1-8 классем хушшинче «Чăвашăха упрасчĕ малашне те» конкурс иртрĕ. Конкурсра сăвă вулакансем тата сăвă çыракансем тупăшрĕç.

Ачасем чăваш поэчĕсем чăваш чĕлхине, тăван республикăна халалласа çырнă сăввисене хавхаланса вуларĕç. Хăйсем сырнă сăввисем те янрарĕç. Ачасем вырăсла та чăвашла та çырчĕç.

5-мĕш «а» класра вĕренекен Анна Семеновăн сăввисене вуласа пăхма сĕнетпĕр.

 

Тăван ен.

 

Вăрнар ен - ман тăван ен,

Эп кунта çуралнă.

Эпĕ куллен ÿснĕ май,

Вăрнар аталаннă.

 

Кунта пысăк урамсем,

Вĕсем пирĕн улттă.

Пĕчĕкрех урамĕсем

Шут çук, нумайланнă.

 

Икĕ шкул пур Вăрнарта,

Иккĕшĕ те капăр.

Маншăн Вăрнар – чи хитри!

Татах аталантăр.

 

Юратнă шкул.

Шăнкăр-шăнкăр шăнкăрав

Инçетренех илтĕнет.

Вăрнарти иккĕмĕш шкул

 

Аякранах курăнать.

Кашни кун шкула чупатăп,

Çĕнĕ пĕлÿсем илетĕп.

Чăвашла та вĕренетĕп,

 

Юлташсемпе савăнатăп.

Урок иртнине сисместĕп-

Эп вулатăп чăвашла,

Куçаратăп вырăсла.

 

Вĕренетĕп тăрăшса.

Пурăнатăп Чăвашра

Юрататăп Çĕр-шыва.

Чăваш ен, эс чечеклен

Çултан çул, эс илемлен.