«Чĕлхе – халăх мулĕ» викторина

Чӑваш чӗлхи вӑл — манӑн чун та ӗмӗт,

 Хӗвел те уйӑхӑм — тӑван чӗлхе.

Пуҫна чӗлхе вилессипе ан ҫӗмӗр,

Вӑл халӗ кирлӗ халӑха!

Ухсай Яккӑвӗ

Ака уйăхĕн 20-мĕшĕнче «Чĕлхе – халăх мулĕ» викторина иртрĕ. Унта 6-мĕш класра вĕренекенсем йышлăн хутшăнчĕç, тĕрлĕ енлĕ ыйтусем çине хуравларĕç. Унти ыйтусем ачасем чăваш чĕлхине мĕнле шайра пĕлнине тĕрĕслеме май пачĕç. Шкул ачисен пĕлмелли, халиччен илтменни нумай пулчĕ. Паянхи мероприяти кăсăклă иртсе кайрĕ, пурин кăмăлне те кайрĕ.