«Тăван халăхăмăрăн тылри паттăрлăхĕ».

 Нарăс уйăхĕн 25-мĕшĕнче Чăваш Республикин вĕренӳ тата çамрăксен политики министерстви Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕпе пĕрле республика шайĕнче «Тăван халăхăмăрăн тылри паттăрлăхĕ» темăпа ирттернĕ сочинени конкурсне пĕтĕмлетрĕ.

 Конкурса Сăр тата Хусан хÿтĕлев чиккисене тума хутшăннисен ĕç паттăрлăхне халалланă çулталăкпа çыхăнтарнă. Унта пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вĕренÿ организацийĕсен 9-11 класĕсенче вĕренекенсем хутшăнчĕç. Ачасем сочиненисене чăвашла çырчĕç.

 Республика шайĕнче заочно ирттернĕ тапхăра 20 районтан тата 3 хуларан (Çĕмĕрле, Шупашкар, Çĕнĕ Шупашкар) 63 ĕç тăратнă.

 Çак конкурсра пирĕн шкулта, 10 – мĕш «Б» класра вĕренекен Галкина Елизавета хутшăнчĕ. Вăл «Сăр тăрахĕ тăшманшăн пулнă чикĕ» ятлă сочинени çырса призёр пулма пултарчĕ.

 Елизаветăна пысăк çитĕнÿ тунă ятпа саламлатпăр! Малашне те ăнăçу сунатпăр.