Тĕнчери халăхсен тăван чĕлхе кунĕ.

Нарăс уйăхĕн 21- мĕшĕнче пĕтĕм тĕнчери Тăван чĕлхе кунĕ.Чĕлхе культурăна тата халăх хăй евĕрлĕхне упраса пыракан тĕп инструмент шутланать.ЮНЕСКО шучĕпе, çĕр чǎмǎрĕ çинче пĕтĕмпе ултӑ пин тĕрлĕ чĕлхе, ултӑ пин чĕлхерен çурри çывăх вăхăтра çухалма пултарать. Çĕр чăмăрĕ çинчичĕлхесенеупраса хăварас тĕллепеТăван чĕлхе кунне йĕркеленĕ.

Пĕрремĕш хут ăна 2000 çулта нарăс уйăхĕн 21-мĕшĕнче паллă тунă.Мĕн пур чĕлхене йышăнни тата хисеплени тăнăçлăха упрать. Кашни чĕлхе хăйне евĕр, унра халăх менталитечĕ тата йăли-йĕрки палăрать.

Çак уяв тĕлне 7 – мĕш «Г» класра вĕренекенсем «Эпир маттур ачасем» вăййахутшăнчĕç. Вĕренекенсем ваттисен сăмахĕсене вĕçлерĕç, тупмалли юмахсен тупсăмĕсене шырарĕç, чăваш чĕлхипе, литературипе çыхăннă ыйтусем çине хуравларĕç.Вăйăра шÿтлĕ ыйтусепм те пулчĕç. Чĕлхе сăмахпа синквейн тума та манмарĕç.

Чăваш чĕлхи пуян та илемлĕ, янăравлă та çепĕç, паха та асамлă. Çакна ачасем тепĕр хут çирĕплетсе хăварчĕç.

 Вăйă пурне те питĕ килĕшрĕ. Маттуррисем хисеп хучĕсене тивĕç пулчĕç.