Асамлӑ чӑваш тӗрри.

 Кăçал чÿк уйăхĕн 26-мĕшĕнче пуçласа Чăваш тĕррин кунне уявлатпăр. Кун пирки Чăваш Республикин Пуçлăхĕ алă пусса çирĕплетнĕ.

 Чăваш тĕррин кунĕ тĕрĕсене упраса хăварма, çамрăксене тăван культурăпа тĕплĕнрех паллашма, ăстаçăсен ĕçне малалла сарма пулăшĕ.

 Пирĕн шкулта «Асамлă чăваш тĕрри» темăпа урок иртрĕ. Тĕрĕ вăл-чăвашсен чи авалхи искусствисенчен пĕри. Халăх ĕмĕчĕ-шухăшĕ, вăл илеме еплерех ăнланни, пурнăçа юратни, çынсене ырă тăвас тени, шăпах çак искусствăра палăрнă.

 Ачасем «Чăваш тĕрри» виртуаллă выставкăпа паллашрĕç, эрешсем ÿкерчĕç.

Чăваш тĕррин кунĕ ячĕпе пурне те чунтан саламлатпăр! Чăваш халăхĕн йăлисене сыхласа хăвар!