Ака уйăхĕн 24-мĕшĕнче, Чăваш чĕлхи кунне, Чăваш автономине йĕркелесе янăранпа 100 çул çитнине тата Аслă Çĕнтерĕвĕн 75 çулне халалланă «Пĕтĕм чăваш диктанчĕ -2020» акци иртрĕ.
Акцин тĕп тĕллевĕ – чăваш чĕлхин пĕлтерĕшне, сумĕпе хисепне ӳстересси.
Пирĕн шкул ачисем те çак акцие хутшăнчĕç. Кăçал диктант валли Юрий Скворцов хайланă «Уках хурăнĕ» повесть тăрăх йĕркеленĕ текста суйласа илнĕ.