АКА УЙĂХӖН 20-25-МӖШӖСЕНЧЕ «ЭПӖ ЧĂВАШЛА КАЛАҪАТĂП» АКЦИ ИРТЕТ

Чăваш чӗлхи кунне халалласа Чăваш Республикин вӗренӱ институчӗ ака уйăхӗн 20-25-мӗшӗсенче «Эпӗ чăвашла калаҫатăп» акци ирттерет. Акцие чăвашла калаҫакан кирек кам та хутшăнма пултарать: чăваш чӗлхи ҫинчен сăвă вуласа видео ҫине ҫырса илмелле те #эпӗчăвашлакалаҫатăп хештегпа Интернетри хутшăну cӗтелӗсене (социаллă сетьсене) вырнаҫтармалла.

 

Первоисточник: БУ ЧР ДПО "Чувашский республиканский институт образования" Минобразования Чувашии