Илемлĕ тăван чĕлхем.

Тăван чĕлхене юратма вĕрентес ĕçре ачасене калавсем, сăвăсем çыртарни пысăк пулăшу парать. Пирĕн шкулта вĕренекенсем те сăвăсем çырма вĕренеççĕ. Ҫак ӗҫре ашшӗ –амӑшӗсем те ачисене пулӑшса пыраҫҫӗ. Ачасен  сăввисем «Çĕнтерÿ çулĕ» хаçатра пичетленеççĕ. 5 – мĕш «а» класра вĕренекен Максим Иванов сăввипе паллашма сĕнетпĕр.

Анне.

Манӑн анне чи хитри,

Чи сӑпайли,чи вӑйли.

Ӗҫлеме вӑл юратать,

Ӗҫлесен вӑл ывӑнать.

Ҫавӑнпа та аннене

Пулӑшатӑп яланах

Шыв йӑтса, урай шӑлса

Чашӑк – тирӗке ҫуса.

 

6 – мĕш «а» класра вĕренекен Виктория Яковлевӑн сăвви те шухăша ярать.

Манӑн аннем.

Манӑн анне хӗвел пек –

Ӑшшӑн ман ҫине пӑхать.

Манӑн анне кӗмӗл пек –

Ман ҫул – йӗре ҫутатать.

Манӑн анне ҫӑлтӑр пек –

Ялтӑртатать ҫӗр ҫинче.

Савнӑ ҫыннӑм – чи хитри,

Пурне те вӑл чи кирли.

Юрататӑп чӗререн,

Ыр сунатӑп кӑмӑлтан.

Вӑл пурришӗн савӑнатӑп,

Ӑна ялан пулӑшатӑп.