Сӑвӑ вулакансен «Хавхалану» конкурсӗ.

 Нарăс уйăхĕн 20-мĕшĕнче пирĕн шкулта 6-мĕш класра вĕренекенсем хушшинче сӑвӑ вулакансен «Хавхалану» конкурсӗ иртрӗ. Ăмăртăва пултаруллă ачасене пулăшас, тăван чĕлхемĕре малалла упраса аталантарас тĕллевпе йĕркеленĕ.

 Вӗренекенсем тӑван ен, тӑван ҫӗр-шыв, анне чӗлхи ҫинчен илемлӗ сӑвӑсем вуларӗҫ. Хӑйсен пултарулӑхӗпе итлекенсене тыткӑнларӗҫ.

 Çак тупăшăва çамрăк вулавçăсем тăрăшса хатĕрленчĕç, малти вырăна йышăнма ĕмĕтленчĕç. Вĕсенчен чи хастаррисем çĕнтерÿçĕ ятне тивĕçрĕç.

 Пӗтӗмлетӳ туса ҫакна калама пулать. Ачасен тӑван чӑваш чӗлхине хисеплес, ӑна юратса вӗренес кӑмӑл-туйӑмӗ пӗтмен-ха. Вӗсем ҫакна уроксенче, мероприятисенче кӑтартса пачӗҫ. Маттурсем, пирĕн шкулта вӗренекенсем! Малалла та тăван чĕлхене юратса вĕренер.