Чи хакли.

Анне кашни çыншăн чи кирли, чи хакли, чи хитри. Çакăн çинчен калаçрĕç пирĕн шкулта вĕренекенсем тăван чĕлхе урокĕнче.  Ачасем анне çинчен калавсем, сăвăсем вуларĕç. Хăйсем те сăвăсем çырса пăхрĕç. Аннене юратмалла, хисеплемелле, пулăшмалла тесе çирĕплетсе хăварчĕç.

6-мĕш «А» класра вĕренекен Яковлева Виктория çакăн пек сăвă çырчĕ:

 

Манăн анне.

Манăн анне хĕвел пек –

Ăшшăн ман çине пăхать.

Манăн анне кĕмĕл пек –

Ман çул- йĕре çутатать.

Манăн анне çăлтăр пек –

Ялтăртатать çĕр çинче.

Савнă çыннăм – чи хитри,

Пурне те вăл чи кирли.

Юрататăп чĕререн,

Ыр сунатăп кăмăлтан,

Вăл пурришĕн савăнатăп,

Ăна ялан пулăшатăп.