Вӑрнарти краеведени музейӗнче.

5 – мӗш «г» класра вӗренекенсем  Вӑрнарти краеведени музейне кайса килӗҫ. Кунта тӗрлӗ этнографи материалӗ пур,  ачасене тĕлĕнмелли нумай.

Музей ертӱҫи Елена Ивановна Шарипова хамӑр тӑрӑхри ӗҫ хатӗрӗсемпе, чӑваш тумтирӗ, тӗрри ҫинчен кӑсӑкланмалла  каласа пачӗ.

Чӑваш халӑх искусстви пуян та нумай енлӗ. Унӑн тӗп тӗслӗхӗнчен пӗри – тӗрӗ эрешӗ. Чǎваш чунĕ яланах хитре патне туртǎннǎ. Çавǎнпа унǎн кил-çуртне тĕрленĕ, йывǎçран касса эрешленĕ тата хǎваран авнǎ япаласем, тǎм савǎт-сапа илемпе хǎтлǎх кÿнĕ. Тĕрĕ ǎсталǎхĕ уйрǎмах вǎйлǎ аталаннǎ пулнǎ. Халǎх ĕмĕчĕ-шухǎшĕ, вǎл илеме еплерех ǎнланнине шǎпах çак искусствǎра палǎрнǎ. Тĕрĕпе чǎвашсем тумтире çеç мар, пÿрт ăшчиккине те илемлетнĕ. Авалхи эрешсенче тĕнче тытăмĕ çинчен шухӑшлани, ӑна аталантарма тӑрӑшнине палӑртаҫҫӗ чӑваш ӑсчахӑсем. 

Ачасем пир тĕртекен  станок  мӗнле ӗҫленине те курчӗҫ.

Музейри экспонатсем ачасене  кăмăла кайрĕç. Курав интереслĕ çеç мар, вĕренỹшĕн те усăллă  иртрĕ.