Чăваш чĕлхи эрни вĕçленчĕ.

Чăваш чĕлхи эрнине халалласа ака уйăхĕн 22 – мĕшĕнчен пуçласа 30 – мĕшĕччен  Вăрнарти  пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан  2 – мĕш вăтам шкулта тĕрлĕ мероприяти иртрĕ.

Чи малтанах ачасем хăйсен пĕлĕвне, тавракурăмне «Камăн миллионер пулас килет?» вăйăра тĕрĕслерĕç.  Кунта 7 – мӗш класра  вĕренекенсем хутшӑнчĕç. Вăйăра ачасен çирĕп ăс-тăнĕ палăрчĕ.

Вĕренекенсем хушшинче сăвă вулакансен тупăшăвĕ те иртрĕ. Конкурса  5-6 – мӗш  классенче вĕренекенсем хастар хутшӑнчӗҫ. 6 – мӗш  класра вӗренекенсем тата «Эпӗ хамӑн республикӑна юрататӑп» викторинӑра та тупӑшрӗҫ.

Шкул библиотекинче «Чӑваш театрӗ» кӗнекесен куравӗпе  паллашма май пулчӗ.

5 -  мӗш «г»  класра  вӗренекенсем Александр Кӑлканӑн «Хӑравҫӑ мулкач» юптарӑвӑн инсценировкине  кăтартрĕç.  Кашни  ача хӑйӗн рольне артистсенчен кая мар калӑпларӗ.

Кӗҫӗн классенче вӗренекенсем те аякра юлмарӗҫ. Вӗсем те чăваш чĕлхи эрнине хастар хутшӑнчӗҫ. 1– мӗшсем И.Я.Яковлев ҫырнӑ калавсене вуларӗҫ.  3 – мӗш  класра вĕренекенсем чӑваш ача-пӑча вӑййисемпе паллашрӗҫ, вылярӗҫ. 2 – мӗш  класра вĕренекенсем, вара, юрлама кӑмӑл турӗҫ. Вӗсем чӑваш ача-пӑча юррисене  шӑрантарчӗҫ, пурне те савӑнтарчӗҫ.

4 – мӗшсем кайӑксем ҫинчен калаҫрӗҫ. Вӗсен ячӗсене чӑвашла та, вырӑсла та аса илчӗҫ. «Кайӑксем – пирӗн туссем», - пӗтӗмлетрӗҫ ачасем.

Чăваш чĕлхи эрни тухӑҫлӑ иртрĕ. Пурне те пысăк тав! Малашне те чăваш чĕлхине тăрăшса, юратса вĕренер.