«Эпӗ хамӑн республикӑна юрататӑп» викторина.

Пирӗн шкулта  чӑваш чӗлхипе литература эрни малалла пырать. 6-мӗш классенче вӗренекенсем хушшинче  «Эпӗ хамӑн республикӑна юрататӑп»  ятпа викторина иртрӗ.

 Викторина  тĕллевĕсем:

1. Ку таранччен вӗреннӗ материала аса илсе ҫирӗплетсе хӑварасси.

2. Ачасен   ӑс-тӑнне, тавçăрулăхпа тимлĕхне, пултарулӑхне ÿстересси.

3. Вĕренекенсен хушшинчи туслăха  çирĕплетесси, чăваш чĕлхине юратса вĕренме  хавхалантарасси.

Ачасем ыйтусем ҫине хуравсем шырарӗҫ. Тупмалли юмахсен тупсӑмӗсене, ваттисен сӑмахӗсен  вӗҫӗсене тӗрӗс тупрӗҫ, куҫару ӗҫӗ те пулчӗ. Конкурсра чӑваш юрри, сӑвви янӑрарӗ.

Вӗренекенсем тӑрӑшулӑх кӑтартрӗҫ.  6 – мӗш  «в» класра вӗренекенсем ҫӗнтерӱҫӗсем пулчӗҫ. Пурне те саламлатпӑр. Маттурсем!