Улькка Эльменӗ хӑнара

Ака уйӑхӗн 26-мӗшӗнче Вăрнарти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан 2-мĕш шкулта хаваслӑ тӗлпулу иртрӗ. Калаҫӑва Ольга Геннадьевна пуҫларӗ. Улькка Эльмен — сӑвӑҫ тата прозаик. Вӑл — РФ Писательсен союзӗн пайташӗ, Иван Ивник ячӗллӗ преми лауреачӗ. Улькка Эльменӗн хайлавӗсене халӑх килӗштерсе вулать. Ытларах ӑна «Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?», «Хӑрнӑ вӗрене», «Ҫирӗп чунлисем телейлӗ» хайлавӗсем тӑрӑх пӗлеҫҫӗ.

Улькка Эльменĕ (Куликова Ольга Геннадьевна) Вӑрнар районӗнчи Авшак Элмен ялӗнче ҫуралса ӳснӗ, И.Н. Ульянов ячӗллӗ ЧПУн истори факультетӗнчен вӗренсе тухнӑ. Ольга Геннадьевна виҫӗ ачана ура ҫине тӑратнӑ.

 Улькка Эльменӗ - паянхи кун питӗ юратса вуланакан прозаик. Вăл хӑйӗн пурнӑҫӗпе, ӗҫӗ-хӗлӗпе паллаштарчӗ. Ҫырас туртӑм ачаранах пулнине пӗлтерчӗ, анчах талантне кӑтартма самаях тӑхтаса тӑнине каларӗ. Вĕренекенсем Улькка Эльменрен «Упраймарӑм сана» роман ҫинчен тӗрлӗ ыйту тӑратрӗҫ. Автор хӑйӗн хайлавӗсенче ытларах чухне чӑн пулнӑ ӗҫсем ҫинчен ҫырса панине ӑнлантарчӗ. Кашни ҫыннӑн пурнӑҫӗ ҫинчен роман калӑплама май пурине каларӗ.

Çемье телейӗ чылай чухне арҫынсенчен килнине пӗлтерчӗ – мӑшӑр юратсан, хӗрарӑмӑн ӗҫлес кӑмӑл та тупӑнать, илемлӗ те пулас килет, ачисене те вӗрнетес килет. Хӗрарӑм ҫирӗп пулни кирлине те асӑнчӗ. Чӑваш хӗрарӑмӗ чылай чухне айван та именчӗк пулнине ҫирӗплетрӗ.  Ҫыннӑн тунсӑха путмалла марине каларӗ, ун ҫинчен Библире те ҫырнине тӗслӗх илсе пачӗ.

 Улькка Эльмен ҫыравҫӑ-прозаик шкул ачисене хăйĕн кĕнекисене парнелерĕ. Писательпе иртнӗ тӗлпулу кашнин кӑмӑлне кайрĕ.