Чăваш чĕлхи – анне чĕлхи

Ака  уйăхĕн  26- мĕшĕнче  Вăрнарти  пĕтĕмĕшле  вăтам  пĕлÿ  паракан 2-мĕш шкулта  6-мĕш класра вĕренекенсем хушшинче сăвăçсен тупăшăвĕ иртрĕ. Ачасем чăваш поэчĕсен чăваш чĕлхине халалласа çырнă  сăввисене тăрăшса, чун-чĕререн  хавхаланса  вуларĕç, итлесе ларакансене  чăвашла илемлĕ вуласа тĕлĕнтерчĕç. Çак тупăшăва  çамрăк вулавçăсем тăрăшса  хатĕрленчĕç, малти  вырăна йышăнма ĕмĕтленчĕç.

Тупăшура вырăнсене вĕренекенсем  çакăн пек пайларĕç:

1-мăш вырăн  – Фомина Татьяна 6 «А» класс

                         Васильева Диана 6 «В» класс

2-мĕш вырăн –  Семенова Ирина 6 «А» класс

                         Пыркова Диана 6 «В» класс

3-мĕш вырăн –   Митрофанова Светлана 6 «А» класс.

Ăнăçу сунар вырăс шкулĕнче вĕренекен  çамрăк сăвăçсене!