Камăн миллионер пулас килет

Чӑваш чӗлхи вӑл — манӑн чун та ӗмӗт,

Хӗвел те уйӑхӑм — тӑван чӗлхе.

Пуҫна чӗлхе вилессипе ан ҫӗмӗр,

Вӑл халӗ кирлӗ халӑха!

Ухсай Яккӑвӗ

Чӑваш чӗлхипе литература эрнинче, ака уйӑхӗн 23-мӗшӗнче, шкулта вӗренекенсем  «Камăн миллионер пулас килет» пуçа аталантармалли вӑйӑра пӗр-пӗринпе тупӑшса ӑмӑртрӗҫ. 7б тата 7в классенче вӗренекенсем тӑрӑшулӑх кӑтартрӗҫ. Вӗсем тӗрлӗ ыйтусем çине хуравларӗç, йывӑç, çырла тата кайӑк ячĕсене аса илчĕç, пĕчĕк калавсем калӑпларĕç, чӑващларан вырӑсла тата вырӑсларан чӑвашла куçарчĕç. Çак самантра чылай илемлĕ чӑваш сăвви-юрри янăрарĕ.

Çак мероприяти пирӗн чӗлхе мӗн тери янӑравлӑ та ҫепӗҫ пулнине кӑтартса пачӗ.