Чăваш чĕлхипе литература эрни

Чăваш чĕлхипе литература эрни пуçланчĕ.

Тавах, анне, çуратнăшăн,

Сӳнми телей пилленĕшĕн,

Çуратнăшăн, юратнăшăн,

Чĕкеç чĕлхи пилленĕшĕн!

(Юрăран.)

 

2019-мĕш çулхи ака уйăхĕн 22-мĕшĕнче Вăрнарти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан 2-мĕш вăтам шкулта чăваш чĕлхипе литература эрни пуçланчĕ.  Эрнене «Тăван чĕлхе- чăващ чĕлхи» литмонтажран пуçларăмăр. Тăххăрмĕш  класра вĕренекенсем Чăваш чĕлхи кунĕн пĕлтерĕшĕ çинчен, И.Я.Яковлев пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлĕ çинчен тĕплĕн каласа пачĕç. Тӑван халӑха валли ҫырулӑх хывса хӑварнисӗр пуҫне вӑл уҫнӑ Чĕмпĕрти чăваш шкулĕ литературӑпа культура, искусство ҫыннисене хатӗрленипе те сӑваплӑ. И.Я.Яковлев пулас ӑрӑва тӑван чӗлхене упрама пиллесе каланӑ: «Халӑхӑн ӑс-тӑнӗпе унӑн пӗтӗм тӗнче курӑмне тӑван чӗлхе чун парать. Тӑван чӗлхесӗр чӑн-чӑн пӗлӳ ҫук». Унӑн «Халалӗ» вара пирӗн ӑрӑва хӑварнӑ ырӑ сунӑм пулса тӑрать.